«К.В. Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ» интерактивлă вăйă

«К.В. Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ» интерактивлă вăйă

Эрнелĕх малалла тăсăлать. Чăвашсен сÿнми çăлтăрĕ Константин Иванов çуралнăранпа 135 çул çитнине палăртса паян 5-9-мĕш класра вĕренекенсем вилĕмсĕр «Нарспи» поэма авторĕн пурнăçĕпе пултарулăхĕпе паллашрĕç. Мультимедиа презентаци евĕр хатĕрленĕ материал вĕренкенсемшĕн питĕ кăсăклă та усăллă пулчĕ: «К.В. Иванов пурнăçĕпе пултарулăхĕ» интерактивлă вăййа хутшăнма пулăшрĕ. Вăйă çĕнтерÿçи 9-мĕш класра вĕренекен Бродюкова Е. пулса тăчĕ. 2-мĕшпе 3-мĕш вырăна вара 6-мĕш класра вĕренекенсем Медведев М. тата Кузнецов Е. йышăнчĕç. Маттур вĕренекенсене саламлатпăр!