Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ

Чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ



Паян, ака уйăхĕн 21-мĕшĕнче, Питĕркассинчи  пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни пуçланчĕ. Чăваш чĕлхи  эрнинче нумай ĕç тума палăртнă.  Вĕренекенсем эрнелĕхре тĕрлĕ конкурса,  викторинăна, проекта  хутшăнса хăйсен пултарулăхне кăтартма, «Пĕтĕм чăваш диктантне» çырса пĕлĕве тĕрĕслĕме пултарĕç. Ĕçĕсене вара тĕрлĕ ÿсĕмри ачасене валли хатĕрленĕ. Малтанах пуçламăш класра вĕренекенсем „Иван Паттăр” , „Тăлăх тилĕ”, „Пулăра”, „Уйăх çинчи хĕр” мультфильмсене кăсăкланса пăхрĕç. Вăтам ÿсĕмрисем «Чĕлхе – халăх мулĕ» аслă тытăçăва хутшăнса чĕлхе пĕлĕвне тĕрĕслерĕç.

Чăваш чĕлхи эрни малалла тăсăлать. Тухăçлă иртессе шанас килет. Ăнăçу сире, вĕренекенсем!