Чăваш чĕлхипе литератури эрни малалла пырать. Паян 7-9-мĕш класра вӗренекенсем «Тăван чĕлхе ăстисем» ӑс-хакӑл онлайн викторининче тупăшрĕç. Унта вĕсем чăваш чĕлхине, сăмахлăхне пĕлнине тĕрĕслерĕç. «Чĕлхе – халăх мулĕ», «Чăваш сăмахлăхĕ» конкурссенче 10-шар ыйту пулчĕ. Вӗренекенсем викторинăна хастар хутшăнчĕç, ыйтусен хуравĕсене тупассишĕн пĕтĕм кăмăлтан ĕçлерĕç. Пуринчен те ытларах çак ачасем тĕп-тĕрĕс хурав пама пултарчĕç: Бродюкова Е., Макаров К., Хорайкина Н., Чекмарева А., Огоньков Д., Ермолаев М..
Саламлатпӑр сире, ачасем!