Ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкулта Чăваш чĕлхин кунне халалланă муниципалитет шайӗнчи «Тăван чĕлхесĕр чăн-чăн пĕлÿ çук" наукăпа практика конференцийĕ иртрӗ. Конференцире пилĕк секци ĕçлерĕ: «Çут çанталăка упрасси – кашни çын тивĕçĕ», «Çирĕп çемье – патшалăх чаракĕ», «Ялан янра, тăван чĕлхе!», «Асамлă калем», «Ҫеҫпĕл Мишшин произведенийĕсенчи сăнарсем».
Уяври тĕрлĕ номинацие хастар хутшăнса пирӗн шкул вӗренекенӗсем: Хорайкина Н., Вашуркина К., Рзаева Н. ҫӗнтерӳҫӗсемпе призерсем пулса тӑчӗҫ.
Маттур вӗренекенсене саламлатпӑр, малашне те пысӑк ӳсӗмсем сунатпӑр.