«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци

«Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци

     Паян пирĕн шкулта та чăваш халăхне ҫутта кăларнă И.Я. Яковлев ҫуралнăранпа 175 ҫул ҫитнине, Раççей Федерацийĕн педагогпа ăс паруçă ҫулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалланă «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ – 2023» акци иртрĕ. Йĕркелекенĕсем вара Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сумĕпе хисепне ÿстересси, тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси,чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси. Акцие хутшăнса чăвашла пĕлекен кашни çын хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме пултарать.

     Çакна палăртма кăмăллă пулчĕ: акцие хаваспах хутшăнма шкул директорĕ Башкиров А.В., вĕренекенсемпе вĕрентекенсем, шкултан темиçе çул каяллах вĕренсе тухнă, яла хăнана килнĕ çынсем те кăмăл турĕç. Юхма Мишши çырнă «Çутлăх паттăрĕ» хайлавĕ тăрăх йĕркеленĕ текста пурте 13.00 сехетре çырчĕç. Пурне те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса шанатпăр!

     И.Я. Яковлев аслӑ ҫутта кӑлараканӑмӑр халалӗсене пурнӑҫласа эпир хамӑрӑн чӗлхене сыхласа упрас, пуянлатас тата унӑн халӑх хушшинчи чыс-сумне ӳстерес тӗллевпе ӗҫлетпӗр, нумай ӗмӗре тӑсӑлакан тӑван культура йӑли-йӗркине малалла аталантаратпӑр.