«Аслă вĕрентекенĕмĕр – Иван Яковлевич Яковлев» краеведени сехечĕ

«Аслă вĕрентекенĕмĕр – Иван Яковлевич Яковлев» краеведени сехечĕ

      Иван Яковлевич Яковлевǎн пурнǎçĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарас  тĕллевпе  паян Питӗркассинчи  вӑтам  шкулӗнче 7-9-мĕш класра вӗренекенсемпе «Аслă вĕрентекенĕмĕр – Иван Яковлевич Яковлев» краеведени сехечĕ иртрĕ. Ачасем «Люди-легенды: Иван  Яковлевич  Яковлев»( Ҫынсем-легендӑсем: Иван Яковлевич Яковлев)  документла фильм курчĕç. Тӑван халӑхӑмӑра ҫутта кӑларнӑ педагог, ăсчах, куҫаруҫӑ тата хальхи вӑхӑтри чӑваш ҫырулӑхне парнеленӗ Иван Яковлев çинчен тĕплĕнрех пӗлчĕç, кайран ачасем хӑйсен шухӑш - кӑмӑлне каласа пачӗҫ.

    Питӗркассинчи ялти вулавăш библиотекарĕ  ачасене  Иван Яковлевич ҫинчен ҫырнӑ  кӗнекесемпе паллаштарчĕ. Ачасем Юхма Мишшин «Шарал» кӗнекери  хӑш – пӗр сыпӑксене вуларӗҫ, ыйтусем ҫине хуравларӗҫ.