Эпир акцисене хутшăнатпăр

Эпир акцисене хутшăнатпăр

Апрелĕн 25 – мĕшĕнче, пĕтĕм Чăваш çĕршывĕ чăваш чĕлхи кунĕ уявлать. Çак кун чăваш çырулăхне йĕркеленĕ И.Я. Яковлев çуралнă. Уява Питĕркассинчи вăтам шкулта та ирттерме тĕплĕн хатĕрленеççĕ. 

Паян шкулта чăваш чĕлхипе литература эрни уçăлчĕ. Вĕренекенсем чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Жукова Л.В. ертсе пынипе республика шайĕнче иртекен «Эпӗ чăвашла калаҫатăп», «Халал пирĕн асăмра» тата «Ялан янра, чăваш чĕлхи!»  акцисене хутшăнчĕç.

Пĕрремĕш класра вĕренекенсем ялти вулавăш библиотекарĕпе пĕрле «Сăпка юррисем» фольклор сехетĕнче тĕрлĕрен ĕçсем туса ирттерчĕç:сăпка мĕн иккенне, ача пурнăçĕнче сăпка юрри мĕнле вырăн йышăннине пĕлчĕç.