"Аваллăхсăр малашлăх ҫук" республика шайӗнчи фестиваль

"Аваллăхсăр малашлăх ҫук" республика шайӗнчи фестиваль

Паян Хӗрлӗ Чутайри вӑтам шкулта "Аваллăхсăр малашлăх ҫук" республика шайӗнчи фестиваль иртрӗ. Ҫак мероприятие пирӗн шкулта вӗренекенсем те хастар хутшӑнчӗҫ. "Халăх хитре йӑлипе" секцире "Туйрасем"(8-9 класра вӗренекенсем) ушкӑн Питӗркасси ял тӑрӑхӗнче салтака ӑсатас йӑлана кӑтартатса пачӗ, чи маттуррисен йышне кӗме пултарчӗ.

Кӗҫӗн классене вӗрентекенсем Хохлова Т.Я.па Абакумова Л.А. "Халӑх йӑли - пурнӑҫ йӗрки" секцире иккӗмӗш вырӑн ҫӗнсе илчӗҫ.

Çавӑн пекех 4-мӗш класра вӗренекен Вашуркина К. "Ҫӗнӗ варкӑш" секцире хӑй ҫырнӑ сӑвва илемлӗ вуласа 3- мӗш вырӑн йышӑнчӗ.

Вӗрентекенсемпе вӗренекенсен саламлатпӑр.

Фотогалерея