СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ илемлĕ вулав конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ

СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ илемлĕ вулав конкурсĕн пĕтĕмлетĕвĕ

Ака уйăхĕн 27-мĕшĕнче Чăваш наци библиотекинче СССР халăх артистки Вера Кузьмина ячĕллĕ илемлĕ вулав конкурсĕ иртрĕ. 

Республика шайӗнчи ӑмӑртӑва хутшӑнакансене малтан районта е хулара итлесе хак параҫҫӗ. Шупашкара пуҫтарӑннисем - чи пултаруллисем.

Ытти çулсем хавхаланса, артистла сӑнарласа сӑвӑ калакан ачасемпе ҫитӗннисен пултарулӑхне хаклама Вера Кузьмина хӑй ҫулсеренех килнĕ. Пурте юратакан сцена ӑсти ҫур ҫул каялла пиртен ӗмӗрлӗхе уйрӑлса кайрӗ. Пухӑннисем ӑна пӗр минут шӑп тӑрса асӑннă. Кӑҫал ӑмӑртӑвӑн пирвайхи тапхӑрне 700 ытла ҫын хутшӑннӑ. 131-шне йӗркелӳҫӗсем финалта курма кӑмӑл тунӑ. Вӗсенчен чӑвашла сӑвӑ е калав калакансем - 91-ӗн, 40 ҫамрӑк артист вырӑсла хайлавсене вулать. 2015-мӗш ҫултанпа пуҫарса янӑ ӑмӑртӑва, илемлӗ вулакансен ӳсӗмне кура, 5 ушкӑна пайлаҫҫӗ. Эппин, унта ача садне ҫӳрекенсенчен пуҫласа ватти-вӗтти хутшӑнма пултарать.

Кăçал пулса иртнĕ  республика шайӗнчи конкурса пирĕн шкулта вĕренекен Михопарова Д. та хутшăнма тивĕçлĕ пулнă. Диана П.Хусанкайăн «Аптраман тавраш» сăвăлла романăн сыпăкне каласа парса «Поэзи» номинацире 1-мĕш степенлĕ лауреат ятне тивĕçнĕ.

Пултаруллă вĕренекене çĕнтерÿçĕ дипломне илнĕ ятпа саламлатпăр,  малашне те пысăк ăнăçусем тума сунатпăр!