Чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ӳстерес тĕллевпе çулсерен «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ» акци ирттересси йăлана кĕчĕ. Кăçал ăна Чăваш чĕлхи кунне тата Чăваш Республикин мухтавлă ентешĕсен çулталăкне халалласа И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ, Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, «Хыпар» хаçат, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телевиденийĕ, Тăван радио, Чăваш Республикин наци библиотеки ирттерчĕ.
Акцин задачисем:
1) тӗнчере тӑван кӗтесрен, тӑван ҫӗртен, тăван чĕлхерен, тӑван халӑхран хакли нимӗн те ҫуккине тепĕр хут аса илтересси;
2) чăвашла çырма пĕлнине тĕрĕслесси;
3) чăвашла пĕлекен кашни çынна хăй тĕрĕс çырма пултарнине тĕрĕслеме май туса парасси.
Пирĕн шкулта вĕренекен ачасемпе вĕсен ашшĕ-амăшĕ, вĕрентекенсем кăçал та диктант çырма кăмăл турĕç. Диктант çырма пурĕ 19 çын хутшăнчĕ. Кăçал диктант валли Константин Петровăн хайлавĕ тăрăх хатĕрленĕ текста суйласа илнĕ. Пĕтĕм чăваш диктантне яланхиллех интернет е радио урлă итлесе те çырма май пулчĕ. Пĕтĕмĕшле илсен текст йывăрах маррине, çырма çăмăл пулнине пĕлтерчĕç акцие хутшăнакансем.
Пурне те ăнăçлă ĕçленĕ ятпа саламлатпăр! Малалла та хастар пуласса шанатпăр!