Иван Яковлевич Яковлевǎн пурнǎçĕпе, унăн ĕçĕ-хĕлĕпе тĕплĕнрех паллаштарас тĕллевпе паян шкулта 8-9-мĕш классем хушшинче «И. Я. Яковлев – чӑваш халӑхне ҫутта кӑлараканĕ» онлайн викторина иртрĕ. Викторинăна хутшăниччен ачасем «Чăваш Улăпĕ» видеоролик курчĕç. Видеоролика 8-мĕш классем туса хатĕрленĕ. Вĕренекенсем унта чăвашсемшĕн ĕмĕр тăршшĕпех тăрăшнă Иван Яковлевичăн вышкайсăр ĕçне çутатса пама пултарни курăнчĕ.
Викторина 21 ыйтуран тăрать. Ăна онлайн тест пад конструкторпа усă курса чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Л.В.Жукова хатĕрленĕ. Викторина ыйтăвĕсене хуравласа пĕтерсен вĕренекенсем тÿрех хăйсен результачĕсене курма тата сертификат илме пултарчĕç. 8-мĕш классем хушшинче чи пултаруллисем Федорова С.(100 %), Сосунов Е. тата Шувалов А.(90 %) пулчĕç. 9-мĕш классенчен чи тимлисем вара - Филиппов Д., Сядайкина Д. (90%).