Чăваш чĕлхи эрнин планĕпе килĕшÿллĕн паян шкулта «Кунта кашни сукмак маншăн хаклă» краеведени сехечĕ иртрĕ. Ку мероприятие 5-7-мĕш класра вĕренкенсем хутшăнчĕç. Краеведени сехетĕнче ачасем район историйĕпе, унăн паллă çыннисемпе, вырăнĕсемпе паллашрĕç. Ăна валли Л.В.Жукова «Тăван енĕм – Чутай ен» презентаци хатĕрленĕ. Каланине пĕтĕмлетме вара «Хĕрлĕ Чутай: ĕнер тата паян» интерактивлă вăйă пулăшрĕ. Вăйăра М.Ермолаев çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕ.