«Чăваш чĕлхи - анне чĕлхи» ӑс-хакӑл викторини

«Чăваш чĕлхи - анне чĕлхи» ӑс-хакӑл викторини

Чăваш чĕлхипе литератури эрни малалла пырать. Паян 5-6 класра вӗренекенсем  «Чăваш чĕлхи - анне чĕлхи» ӑс-хакӑл викторининче тупăшрĕç. Унта вĕсем чăваш халăх историне, культурине, чĕлхине, йăли-йĕркине пĕлнине тĕрĕслерĕç. Ытларах ачасем шÿтлĕ вăйăсенче, «Халӑх ӑслӑлӑхӗ», «Асанне çÿпçинчен» конкурссенче правур пулчĕç. Вӗренекенсем викторинăна хастар хутшăнчĕç, ыйтусен хуравĕсене тупассишĕн пĕтĕм кăмăлтан ĕçлерĕç. Ялти вулавăш библиотекарĕ О.Н.Мидушкина ачасене тĕрлĕ грамматика вăййисемпе паллаштарни  ачасен пĕлĕвне тата та тарăнрах тĕрĕслеме май пачĕ. Викторинăра 6-мĕш класра вĕренекенсем çĕнтерÿçĕ пулса тăчĕç.