Чăваш чĕлхипе литератури эрнин иккĕмĕш кунĕ «Чăваш çырулăхĕн историйĕ» мероприятирен пуçланчĕ. Унта 7-9 класс вĕренекенĕсем хутшăнчĕç. Л.В.Жукова ачасене чăвашсен кивĕ, çĕнĕ çырулăхăн историйĕпе, палăкĕсемпе паллаштарчĕ. Ачасемшĕн латин сас паллисемпе çырнă сăмахсемпе, уйрăм текстсемпе паллашни кăсăклă пулчĕ. Унсăр пуçне вĕренекенсем чăваш çырулăхне тĕпченĕ, аталантарнă тĕпчевçĕсем çинчен те туллин пĕлме пултарчĕç, вĕсем çинчен çырнă кĕнеке куравĕпе паллашрĕç. Мероприятие ялти вулавăш библиотекарĕ О.Н.Мидушкина «Чăваш çырулăхĕн историне пĕлетĕр-и? викторинăпа вĕçлерĕ. Викторина ыйтăвĕсене хуравлаканĕсенчен чи пултаруллисем çаксем пулчĕç: Д.Михопарова, Д.Сядайкина, С.Федорова тата Ю.Пыркин.