Чăваш чĕлхине вĕрентес, аталантарас тата сыхласа хăварас тесе, çитĕнекен ăрăва чăваш йăли-йĕркисемпе, культурипе паллаштарас тесе шкулта тата Питĕркасси ял вулавăшĕнче çултан-çул нумай ĕç туса ирттереççĕ.
Чăваш Республикин Пуçлăхĕ Олег Николаев 2022-мĕш çул Чăваш Енре Мухтавлă ентешсен çулталăкĕ тесе палăртнă. Кăçалхи чăваш чĕлхипе литератури эрнине те Мухтавлă ентешсен çулталăкне тата Хĕрлĕ Чутай районĕ йĕркеленнĕренпе 95-çул çитнине халалларăмăр, кашни ĕçе тĕплĕн хатĕрленме пуçларăмăр.
Эрне «365 кун мухтавлă ентешсемпе пĕрле» проектпа паллаштарнинчен пуçланчĕ. Ку проекта Чăваш наци библиотеки пуçарса янă. Проектри информаципе мĕнле усă курмаллине ял библиотекарĕ О.Н.Мидушкина кăтартса пачĕ. Малалла вĕренекенсем «Маттур ентешсем!» интерактивлă вăйăра тупăшса хăйсен пĕлĕвне анлăлатрĕç. Ачасене уйрăмах «Тăван енĕм – Чутай ен» станцири ĕçсем кăсăклантарчĕç.