Петĕр Ялгир (Тихонов Петр Алексеевич) - чăваш сăвăçи, драматургĕ, куçаруçи, литература тишкерÿçи. 1922-мĕш çулхи нарăсăн 19-мĕшĕнче Чăваш Енĕн Хĕрлĕ Чутай районĕнчи Çĕн Ирчемес ялĕнче çуралнă. СССР çыравçисен (1969), Раççей тата Чӑваш профессиллĕ çыравçисен пĕрлешĕвĕн, ЧР композиторĕсен ассоциацийĕн членĕ. Ӑна Чӑваш Енĕн культурӑн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ (1972), РФ Музыка обществин тава тивĕçлӗ деятелӗ тата Хӗрлӗ Чутай районӗн хисеплӗ гражданинӗ ятсем парса чысланӑ.
2005-мĕш çулта П. Хусанкай ячĕллĕ литература премийĕн лауреачĕ пулнӑ.
Ентеш çыравçăн пурнăçĕпе тата пултарулăхĕпе тарăнрах паллашас тĕллевпе, çуралнăранпа 100 çул çитнине халалласа паян 8-мĕш класра «Ман пултару тăватă кустăрмаллă» ятпа класс сехечĕ иртрĕ.
Вĕренекенсем класс сехетĕнче ентешĕмĕрĕн кун-çулĕпе, пултарулăхĕпе тĕплĕн паллашрĕç, тĕрлĕ çулсенче çырнă сăввисене вуларĕç. Ачасене уйрăмах поэтăн 250 сăвви тăрăх юрă кĕвĕлени интереслентерчĕ. Класс ертÿçипе пĕрле вĕсем «Хăмла пахчи» юррăн пĕр çаврăмне те шăрантарса пăхрĕç.
Мероприяти вĕçĕнче вара саккăрмĕшсем Хĕрлĕ Чутайри тĕп библиотека хатĕрленĕ «Юрлакан поэт» онлайн викторинăна хутшăнчĕç.