Регионсем хушшинче иртекен чăваш халăх поэчě Петěр Хусанкай çуралнăранпа 115 çул çитнине халалланă «Эпир пулнă, пур, пулатпăр!» конкурс вěçленнě. Конкурсра 18 çул тултарман ачасем хутшăннă: ача-пăча пахчине çÿрекенсем тата шкулта кěçěн, вăтам, аслă классенче вěренекенсем.
Сăвă вулакансен пултарулăхне тишкерсе хак параканĕсем: Ҫамрӑксен ӗҫӗсен «Хастар» комитечӗн ушкăнĕ. «Хастар» ертÿçи Елена Порфирьева конкурса пěтěмлетсе ачасен ĕçне пысăк хак панă:
— Ҫěнтерÿçěсене паллах эпир чун чěререн саламлатпăр. Вěсем Петěр Хусанкайăн сăмах вăйне туйса илме пултарсан, вěсене малашне те çак конкурс çитěнÿсем тума пулăшсан, ман шутпа эпир хамăр тěллеве пурнăçларăмăр. Тата вěрентекенсене тав сăмахě калас килет. Хальхи саманара эпир нумайăшě пăшăрханатпăр чăваш ачисем вырăсланса кайнишěн. Кунта ěнтě 300 ытла конкурсант хутшăннине шута илсе, ман шутпа, эпир пулнă, пур, пулатпăр…
Пирĕн шкул вĕренкенĕсем те çак конкурса хастар хутшăнчĕç. Палăртма кăмăллă – çĕнтерÿçĕсен йышне 2-мĕш класра вĕренкен Д.Михуткина тата 9-мĕш класри Д.Михопарова кĕнĕ. Çĕнтерÿçĕсене саламлатпăр! Малашне те ăнăçусем сунатпăр!