Хусанкай вулавĕсем – 2022

Хусанкай вулавĕсем – 2022



Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ йĕркеленипе 2022 çулхи кăрлачăн 12 – 24-мĕшĕсенче П. Хусанкай поэт çуралнăранпа 115 çул çитнине халалласа вĕрентекенсемпе вĕренекенсен пултарулăхĕн «Хусанкай вулавĕсем – 2022» регион фестивалĕ иртрĕ.

Фестивале Чăваш, Тутар, Пушкăрт Республикисенчен пĕтĕмпе 257 ачапа 43 учительпе культура ĕçченĕсем хутшăннă.

 Фестивале  пирĕн шкулта вĕренкенсем те хастар хутшăнчĕç. Вĕсем, вĕрентекенсем пулăшнипе, Петĕр Хусанкай çырнă сăввисене чăвашла вуласа ÿкернĕ видеороликсем хатĕрлесе конкурса тăратрĕç.

Жюри членĕсем пирĕн вĕренекенсен ĕçне пысăк хак панă. Михуткина Д., Быков П., Тимкина Е., Михопарова Д. фестивалĕн призерĕсем пулса тăнă.(Конкурса хатĕрлекенĕсем: Абакумова Л.А., Хохлова Т.Я., Галкина А.Д., Жукова Л.В.).

Пултаруллă ачасемпе вĕрентекенсене  пурне те саламлатпăр!