«Чăваш чĕлхи - ман тăван чĕлхе» класс сехечĕ

 

Тăван чĕлхе – таса çăл куçĕ,

                                      Тăван чĕлхе – телей шевли,

                                      Тăван чĕлхе çĕн алăк уçĕ

                                      Куллен кунах пире валли?

          Тӑван чӗлхе - тӑван халӑхӑн нихӑҫан та иксĕлми ӑс-тӑн ҫӑл куҫӗ, хаклӑран та хаклӑ тупри тата наци хӑйне евӗрлӗхӗн тӗрекӗ. Ҫак ҫӑл куҫран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пӗлÿ илсе ӳсетпӗр.

         Ака уйăхĕн 20-28 мĕшĕсенче Питĕркассинчи ялти вулавăшра тата Питĕркассинчи  вăтам шкулта чӑваш чӗлхипе литература эрни иртет.

         Ака уйӑхӗн 20- мӗшӗнче шкулта чăваш чěлхи эрни пуçланчě. Эрне «Чăваш чĕлхи - ман тăван чĕлхе» класс сехечĕпе уҫӑлчӗ. Вăтам классенче вӗренекенсем чӑваш халăхĕн йӑли-йӗрки, чӑваш чӗлхине упрасси ҫинчен калаҫрӗҫ. Çӗр ҫинчи пин-пин чӗлхе йышӗнче кирек камшӑн та тӑван чӗлхе чи хакли пулниине, ăна сыхласа упрас, ӑна пуянлатас ĕçе манмалла маррине ӑша хыврĕç.