Петĕр Хусанкайăн чăваш культуринчи пысăк ĕçĕ нумай енлĕ, ăна тăван республикăра çеç мар, пур çĕрте те лайăх курма пулать. Вăл – чăваш халăхĕн шанчăклă ывăлĕ, обществăпа государтсво деятелĕ, талантлă сăвăç, куçаруçă. Унăн ячĕ ĕмĕр хĕвел пек çунса тăрĕ. Хусанкай хăйĕн ĕмĕрĕнче 60 кĕнеке пичетлесе кăларнă (çав шута уйрăм кĕнекен тухнă куçарнисем те кĕреççĕ), унăн сăввисене тĕнчери 56 халăх чĕлхипе вулаççĕ. Унăн сăвви - юррисем халăхпа пĕрле пархатарлă ĕçре ĕмĕр - ĕмĕрех пурăнĕç. Чăваш литературишĕн Петĕр Хусанкай – мухтанмалли пулăм. Унăн сăнарĕнче, ĕçĕ - хĕлĕнче чăваш çынни малашлăхри сăнне куратпăр: унта чăвашлăх та, интернацилĕх те, тăван халăх чунĕпе пĕтĕм тĕнче ăс-хакăлĕ те, темиçе чĕлхепе пĕр пекех хавассăн сăвă çавăрни те пур. Петĕр Хусанкай хайлавĕсем – вăл пурăннă вăхăт ялавĕ пекех.
П.П.Хусанкай çуралнăранпа 110 çул çитнине халалласа Питĕркассинчи вăтам шкулта «Канăçсăр ман сассăм - самана сассиччĕ» литература каçĕ иртрĕ. Уява чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекенӗ Людмила Жукова тата Питĕркассинчи ялти вулавăш библиотекарĕ Оксана Мидушкина ертсе пычӗҫ. Чи малтанах уява хутшăнакансем «Чăваш халăхĕн мухтавлă ывăлĕ» кĕнеке куравĕпе паллашрӗҫ. Ачасене ытларах «Манӑн ҫӑлтӑр тÿпере» («Моя звезда на небе») кĕнеке кăмăла кайрĕ.
Хусанкай пурнӑçĕпе пултарулӑхĕ çинчен тĕплĕнрех «Чӑваш поэзийĕн çутӑ çӑлтӑрĕ» видеоклип пӑхса паллашрĕç. Ун хыççӑн викторина ыйтӑвĕсем çине хуравларĕç. Ачасемхушшинче «Петĕр Хусанкай хайлавĕсене пăхмасăр калатпăр!» конкурс иртрĕ. Сăвă калакансем хăйсем суйласа илнĕ Петĕр Хусанкайăн пĕр-пĕр хайлавне пăхмасăр каланă чухне чăвашла тĕрĕс те илемлĕ, килĕшÿллĕ вуланине, Хусанкай тĕнчине кĕрсе кайса хайлав шухăш-кăмăлне, туйăмне, чĕлхе пуянлăхне, сăмах вăй-хăватне кăтартма пĕлнине кăтартрĕç. Ҫавӑн пекех çамрăк журналистсем «Ҫиçсе тăракан талант» хаçат калăпланă.
Петӗр Хусанкай – чӑваш халӑхӗн аслӑ поэчӗ тата ҫутта кӑлараканӗ. Вӑл пӗтӗм пурнӑҫне тӑван халӑхне халалланӑ. Унӑн вилӗмсӗр «Эпир пулнӑ, пур, пулатпӑр!» сӑвви – чӑваш халӑхӗн пуласлӑхӗшӗн кӗрешекенсен хӑватлӑ манифесчӗ. Ҫапла пултăр!