Юпа уйăхĕн 19-мĕшĕнче Питĕркассинчи пĕтĕмĕшле вăтам пĕлÿ паракан шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекенĕсен район шайĕнчи «Уçă урок» фестивалĕ иртрĕ. Вĕрентекенсем чĕлхепе литература тата класс тулашĕнчи ĕçсемпе паллаштарчĕç. Федераллă паташалăх вĕренÿ стандарчĕпе килĕшÿллĕн çĕнĕ технологисемпе усă курса «Сывлăх – пирĕн пуянлăх» (Жукова Л.В., 4 кл.), «Паллă ячĕсем» (Архипова В.Н., 3 кл.), «Япала ячĕсен пулăвĕ» (Тарасова Г.И., 6 кл.), «Текст тĕсĕсем» (Горбунова Т.В., 5 кл.) ятлă ăста та интереслĕ уроксем пулчĕç. Васильева М.Н. «Çăлтăрсем патне çул хывар. Синтаксиспа пунктуаци тавра» темăпа ертсе пынă урокра ачасем чылай çĕнĕлĕх пĕлчĕç. 7-мĕш класра вĕренекенсем М.А. Петрова вĕрентекенпе пĕрле виртуаллă экскурсире те пулчĕç. Ачана тĕплĕнрех шухăшлама вĕрентес, унăн пуплевне аталантарас, тарăнрах пĕлес туйăм çуратас тĕллевпе «Литература вăййисем» ятлă класс тулашĕнчи ĕçе С.В Яруткина çÿллĕ шайра ирттерчĕ.
Уроксем хыççăн вĕрентекенсем пĕтĕмлетÿсем турĕç. Çĕнтерÿçĕсене тĕрлĕ номинацире чысларĕç.