Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016

        Ака уйăхĕн 25 – мĕшĕнче Чăваш Енри Ĕç çыннин çулталăкне тата Чăваш чĕлхи кунне халалласа Чăваш патшалăх гуманитари ăслăлăхĕсен институчĕ, Чăваш Республикин вĕренÿ институчĕ, «Хыпар» хаçат редакцийĕ, Чăваш наци радиовĕ, Чăваш наци телекуравĕ, И.Я. Яковлев ячĕллĕ Чăваш патшалăх педагогика университечĕ тата И.Н. Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕ «Пĕтĕм чăваш диктанчĕ - 2016» акци ирттерчĕ. Акцин тĕп тĕллевĕ – чăваш чĕлхин пĕлтерĕшне, сум-хисепне ÿстересси. Кăçал çак акци тăваттăмĕш хут иртет. Конкурса сакăр ĕç тăратнă, йĕркелÿ комитечĕ вĕсенчен А. Артемьевăн «Çăкăр хакĕ» повеçĕ (Шупашкар, 1977 çул) тăрăх хатĕрленĕ ĕçе суйласа илнĕ. 

       Çак акцие Питĕркассинчи ялти вулавăш  тĕп библиотекарĕ  Оксана Мидушкина, Питĕркассинчи  вăтам шкулти чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Жукова, шкул директорĕ  Алина Белова тата аслă классенче  вĕренекенсем   хутшăнчĕç.