Чӑваш чӗлхи кунӗ

 

Тӑван чӗлхе - тӑван халӑхӑн нихӑҫан та иксĕлми ӑс-тӑн ҫӑл куҫӗ, хак­­­лӑран та хаклӑ тупри тата наци хӑйне евӗрлӗхӗн тӗрекӗ. Ҫак ҫӑл куҫран эпир мĕн ачаран тумламӑн-тумламӑн пӗлÿ илсе ӳсетпӗр.

Аслӑ Вӗрентекенӗмӗр ҫуралнӑ кун, ака уйăхӗн 25-мӗшӗнче, пирӗн тӑван халӑхӑмӑр Чӑваш чӗлхи кунне паллӑ тӑвать. Çак уява пуҫтарăнса чӑваш чӗлхипе литература, пуçламăш класс вӗрентекенĕсем хӑйсен вӗренекенӗсемпе тӗрлӗ ӗҫ туса ирттерчӗҫ. 5-6-мĕш классем хатĕрленĕ «Чăваш вăййи»» композици пур куракана та тыткӑнларӗ. 1-мӗш класра вӗренекенсем ача-пăча вăййисемпе савăнтарчĕç. Виççĕмĕшсем вара «Кам кĕнĕ пахчана ?» юмах лартса пачĕç. Уяв савăнăçлă лару-тăрура иртрĕ.

Уява пĕтĕмлетнĕ май, шкул директорĕ А.В. Белова çӗр ҫинчи пин-пин чӗлхе йышӗнче кирек камшӑн та тӑван чӗлхе чи хакли пулниине, ăна сыхласа упрас, ӑна пуянлатас ĕçе манмалла маррине каласа хăварчĕ. Чи пултаруллисене Хисеп хучĕсем парса чысларĕ.

Фоторепортаж