- Асанне, кăтарт-ха тухьюна мана,
- Тухья? Мĕскер тума сана?
-Ну, кирлĕ ĕнтĕ..
- Мĕн тĕлне? Те тăхăнса хĕр тантăша
Тĕлĕнтересшĕн, апăрша?
П.Хусанкай.
«Асанне арчинчен» тумтир куравĕ чăваш тĕррисен вăрттăнлăхĕпе паллашнинчен уçăлчĕ. Вĕренекенсем йĕппе çип тытса чăвашсен авалхи тĕрĕ паллисене катан пир çине куçарчĕç. Ку ĕçе ытларах 5-6 классем хутшăнма кăмăл турĕç. Вĕсем уява асламăшĕсен тумтирĕсене илсе килнĕ. Куравра ачасем çав тумтирсем пирки тĕплĕн каласа пачĕç. Малашне вĕсене типтерлĕ упрама тăрăшмалли çинчен каларĕç.