«Чăваш çĕр-шывĕн паллă çыннисем» ăмăрту

 

   Паян, ака уйăхĕн 19-мĕшĕнче,  5-7 класра вĕренкенсем  хушшинче «Чăваш çĕр-шывĕн паллă çыннисем» ăмăрту иртрĕ. Çак ăмăртăва Ĕç çыннин тата Кино çулталăкне халалланă. Чи малтанах  Питĕркассинчи ялти вулавăш библиотекарĕ Оксана Мидушкина вĕренекенсене Чăваш Енĕн паллă çыннисен ĕçĕ-хĕлĕ çинчен кĕскен каласа кăтартрĕ. Вĕсем çинчен тĕплĕнрех  4 томпа тухнă Чăваш энциклопедийĕнче, «Чăваш Республикин паллă çыннисем» тата ытти кĕнекесенче паллашма пулни çинчен пĕлтерчĕ. Чăваш чĕлхипе литературине вĕрентекен Людмила Жукова хатĕрленĕ тест ыйтăвĕсем ачасемшĕн çав тери кăсăклă пулчĕç. Çĕнтерÿçĕсем Хисеп хучĕсене тивĕçрĕç.

Фоторепортаж