Апрелĕн 23-мĕшче Раççей шайĕнче кăçал 10-мĕш хут иртекен «Чĕвĕлти чĕкеç– чĕлхе пĕлни пурне те кирлĕ» вăйă конкурсăн çĕнтерÿçисене чысларĕç. Ку конкурса 5 регионтан пурĕ 19 852 ача (Чăваш Республикинчен 18828 ача , Пушкăрт Республикинчен – 328, Самара облаçĕнчен – 88, Тутарстанран – 554, Чĕмпĕр облаçĕнчен 54 ача хутшăнчĕç. Пирĕн шкултан та 54 вĕренекен çак конкурса хутшанчĕ. Вĕсенчен 4- шĕ вăйă конкурсăн çĕнтерÿçисем пулчĕç. Вĕсем: 2 класра вĕренекен Сергей Вазин, 5 класра Анастасия Судакова, 6 класра вĕренекен Анжела Жерженова, 7 класра вĕренекен Николай Мидушкин.
Çентерÿçĕсене саламлатпăр.