«Пирĕн пултарулăх» уяв каçĕ

Тăван чĕлхе – таса çăл куçĕ,

Тăван чĕлхе – телей шевли,

Тăван чĕлхе çĕн алăк уçĕ

Куллен кунах пире валли?

Питĕркассинчи вăтам шкулта «Пирĕн пултарулăх» уяв каçĕ иртрĕ. Ку уява Чăваш чĕлхи кунне тата Иван Яковлевич çуралнăранпа 165 çул çитнине халалланă. Уявра шкулта вĕренекен маттур чăваш ачисем хăйсен тĕрлĕ енлĕ пултарулăхĕпе савăнтарчĕç. Малтан Людмила Жукова вĕрентекен Иван Яковлевич Яковлев пурнăçĕпе тата ĕçĕ - хĕлĕпе паллаштарчĕ. Ачасем тĕрлĕ конкурсенче хăйсен пĕлĕвне тĕрĕслерĕç, вăйă картине те тухрĕç. Уйрăмах кĕçĕнреххисем пирĕн вĕрентекенĕмĕр калавĕсене аван пĕлнине кăтартса пачĕç Вĕсем калавсем тăрăх тĕрлĕ инсценировкăсем хатĕрленĕ. Аслăраххисем куракансене чăваш юрри – кĕввипе савăнтарчĕç. Уяв каçĕ савăнăçлă иртрĕ.