Шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнелĕхĕ иртсе пырать. Ялти вулавăшра Чăваш чĕлхи кунне халалласа 2 – мĕш класра вĕренекенсемпе «Тăван сăмах – пин-пин ахах» литература сехечĕ иртрĕ. Уява хутшăнса ачасем чăваш чĕлхи çинчен сăвăсем каларĕç, тупмалли юмахсене пĕтĕмпех тĕрĕс шĕкĕлчерĕç, ваттисен сăмахĕсене ытларах пĕлни те курăнчĕ. Оксана Мидушкина библиотекарь вулакансене чăваш сăмахĕн аталанăвĕ çинчен, тăван чĕлхе еплерех пуян пулни пирки кĕскен каласа пачĕ. Юлашкинчен ачасем чăваш юррисене те аса илчĕç