Кам-ха, кам çак халăха пĕлмест: Вăл çĕр пин сăмахпала пуплет, Çĕр пин юрă-çемĕ кĕвĕлет, Çĕр пин тĕслĕ тĕрĕ вăл тĕрлет. (П.Хусанкай.) Ака уйăхĕн 25-мĕшĕнче Питĕркассинчи вăтам шкулта Чăваш чĕлхи кунне анлă уявларĕç. Уяв ертÿçисем вĕренекенсене актовăй зала тăван халăхăмăрăн ырă йăлипе - çăкăр-тăварпа кĕтсе илчĕç. Уява директорăн вĕрентÿпе воспитани паракан çумĕ М.Ю. Вазина уçрĕ. Вăл вĕрентекенсемпе ачасене Чăваш чĕлхи кунĕпе саламларĕ. Унтан çак шкулта чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Л.В.Жукова вĕренекенсене И.Я.Яковлевăн тăван халăхăмăршăн тунă ырă ĕçĕсем çинчен каласа пачĕ. Уявра юрă-кĕвĕ янăрарĕ, кĕçĕн классем ташă картине тăчĕç. Аслăрах класри вĕренекенсем «Мĕн? Āçта? Хăçан?» викторинăра тупăшрĕç. Тăван чĕлхе çынна ĕçре те, уявра та, вĕренÿре те кирлĕ пулнине тепĕр хут çирĕплетсе пачĕç. |