Аслă Вĕрентекенĕмĕр тунă пысăк ĕçе эпир, чăваш çыннисем, çулсем иртнĕçемĕн тата ытларах хаклатпăр. И.Я.Яковлев çул уçса панă чăваш чĕлхи те яланах янраса тăтăр!
«Пурăн, чăваш Улăпĕ» - литература сехечĕ
Иван Яковлевич Яковлева сума суса «Пурăн, чăваш Улăпĕ» - литература сехечĕ иртрĕ. Ачасем «Иван Яковлев – чăваш халăхне çутта кăлараканĕ» медиа пуххипе усă курса чăваш Улăпĕн пурнăçĕпе тата ĕçĕ - хĕлĕпе паллашрĕç. Çавăн пекех хăйсем те ун çинчен виçĕ чĕлхепе каласа пачĕç. Кĕçĕнреххисем чаплă вĕрентекенĕмĕр калавĕсене аван пĕлнине кăтартса пачĕç. Иван Яковлев çинчен çырнă ĕçсем питĕ нумай. Шăпах Питĕркассинчи ялти вулавăшра «Аслă вĕрентекенĕмĕр – Иван Яковлевич Яковлев» кĕнеке выставкине йĕркеленĕ. Унта вĕрентекенĕмĕрĕн хăш –пĕр ĕçĕсене тата ун çинчен çырнă кĕнекесене тăратнă.