Тăван чĕлхе, эс - вĕçĕмсĕр тĕнче!

   Питĕркассинчи вăтам шкулта чăваш чĕлхипе литература эрнелĕхĕ иртсе пырать. Эрнелĕхе хутшăннă май 8-9 классем «Тăван чĕлхе, эс - вĕçĕмсĕр тĕнче!» ăмăртура тупăшрĕç.  Тăван чĕлхе еплерех пуян пулнине çирĕплетме «Шевле» (8 кл.) тата «Асамат» (9 кл.) ушкăнсем чăннипех те пултарчĕç.  Ăмăрту капитансен  тупăшăвĕнчен пуçланчĕ. Сăмахсен синонимĕсене ытларах  Фадеева К.(8 кл.) капитан тупма пултарчĕ. Пĕлтерÿ  çырассипе ушкăнсем пĕрешкел балл пуçтарма пултарчĕç. 9 классем ваттисен сăмахĕсене ытларах  пĕлни курăнчĕ. 8 классем вара тупмалли юмахсене пĕтĕмпех тĕрĕс шĕкĕлчерĕç.  «Асамат» ушкăн (9 классем) ăмăртури чылай ыйтăва  тĕрĕс  хуравсем парса çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç