5-11- мĕш класра вĕренекенсем валли «Савнă ен – Чăваш çĕр-шывĕ» краеведени сехечĕ иртрĕ. Ăна Чăваш Республикин символĕсен кунне халалланă. Çавна май чăваш чĕлхипе литература вĕрентекен Жукова Л.В. «Чăваш çĕрĕ» презентаци хатĕрленĕ. Вĕренекенсем тăван çĕр-шыв символикин историйĕпе, пĕлтерĕшĕпе, маттур ывăл-хĕрĕпе, илемлĕ тĕррипе паллашрĕç, юрри-кĕввине шăрантарчĕç.