«Мул – эрнелĕх: ăс – яланлăх» интеллектуаллă вăйă

 Ака уйăхĕн 23-мĕшĕнче Питĕркассинчи вăтам шкулта аслă класра вĕренекенсем хушшинче «Мул – эрнелĕх: ăс – яланлăх» интеллектуаллă  вăйă иртрĕ.  Чăваш чĕлхипе литература эрнелĕхне хутшăнса вĕренекенсем  «Ăсталăхпа илем тĕнчи»,  «Пĕлĕве тĕрĕслетпĕр», «Сăмах ăсти патĕнче»,  «Мĕн калать-ши анаграмма?» конкурссенче ăмăртрĕç.

Пултаруллисемпе тавçăруллисем 9-мĕш классем пулчĕç. Çак класра ăс пухакан Мидушкина Н. 85 балл пухса интеллектуаллă  вăйă çĕнтерÿçи пулса тăчĕ.